Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ветеринари медицинин тата зоотехнин пӗтӗмӗшле тата уйрӑм зоотехни кафедрин доценчӗ рысаксен пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче пулнӑ. Фестиваль юпа уйӑхӗн 23–25-мӗшӗнсенче Мускаври тӗп ипподромра иртнӗ.
Виҫӗ кун хушшинче мӗн кӑна кӑтартман пулӗ! Куравсем ӗҫленӗ, аукционсем, чемпионатсем тата кӑтартуллӑ номерсем. Юлашкинчен асӑннисене Мускаври лаша клубӗсен пайташӗсем тата Мускаври полицин лаша полкӗ кӑтартнӑ.
Мероприятие «Раҫҫейӗн ипподромӗсем» акционерсен обществи, ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви, «Содружество» рысаксен савучӗ тата хрантсуссен лашу савучӗсен федерацийӗ, «Газпром» акционерсен обществи йӗркеленӗ.
Рысак лашасен аукционне Етӗрне районӗнчи В.И. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ тата Чӑваш Енри лаша тытакан уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.
Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.
Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.
Чӑваш Енри тӑватӑ хаҫат федераци шайӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне кӗнӗ.
Вӗсем — Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатсем.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен йышне медиарынокра 5 ҫултан кая мар ӗҫлекен, РФ тата МИХсен саккунне пӑсман хаҫатсемпе журналсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен йышне халӑх килӗштерекен, сусӑрсен, наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатакан, экстремизмпа кӗрешекен хаҫат-журнал кӗрет.
Ҫак массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ача-пӑчапа тата ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем патриотлӑх воспитанине, ҫемье ыйтӑвне, йӑла-йӗркене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкассси поселокӗнче пурӑнакансем «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи тата Чӑваш Ене ертсе пыракансен ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ. Поселокра пурӑнакансенчен 200 ытла ҫын ҫав хута алӑ пусса панӑ. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав–Хусан» магистрале урӑх ҫулпа яма ыйтаҫҫӗ иккен.
Ҫынсем хӑйсен пӳрчӗсем хурал зонине лекниншӗн те мар, вӗсен кил-ҫуртне саккунсӑр хӑпартса лартнӑскерсем тенишӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ-мӗн. Ҫӗршӗн те, пӳртшӗн ҫав ҫынсен хутсем йӑлтах пур, анчах влаҫрисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ пулать.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем, промышленноҫ ҫурчӗсем, масарсемпе выльӑх ҫӑвисем урлӑ каять тесе хыпарлать магистраль пирки «Правда в ПФО» интернет-кӑларӑм. Трасса пурӗ 1163 ҫӗр лаптӑкне пырса тивмелле-мӗн.
Сӑvах май каласан, маларах Етӗрне районӗнче трасса пымалли ҫула пӑхса тухса урӑхлатнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ».
Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата.
Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман.
Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче «Юрма» агрохолдингӑн пуҫлӑхӗпе Владимир Ермолаевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич агрохолдинга паянхи уявпа, Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗпе саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура агрохолдингӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне тата малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ. Владимир Ермолаев уйӑх каялла уҫнӑ инкубатор ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна уҫма, сӑмах май, Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Пӗрремӗш чӗпӗсем тухрӗҫ. Талӑксерен 60 грамм ӳт хушаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Владимир Ермолаев.
Владимир Ермолаев ӳлӗмрен сысна та тытма пуҫласшӑннине пӗлтернӗ. Агрохолдинг ертӳҫи пирки каласан вӑл Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие ертсе пырать. Юлашкинчен каланинче тӑрӑшакансем ӗҫ укҫи вӑхӑтра илейместпӗр тесе нумаях пулмасть кӑмӑлсӑрланнине те палӑртнӑччӗ. Владимир Ермолаев ун чух ҫынсене йывӑрлӑх пурин те пур тесе каланӑччӗ.
Пирӗн республикӑра ҫӗрсене епле усӑ курнине палӑртма хальхи вӑхӑтра «Халӑх инвентаризацийӗ» пырать.
Уссӑр выртакан лаптӑксене асӑрхасан вӗсене шута илсе усӑ курма пуҫламалли пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та каланӑччӗ. «Халӑх инвентаризацийӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗ пӗлтӗр иртнӗччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене ун чухне 765,6 гектар ҫинче 2219 участок асӑрханӑччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене Ҫӗмӗрле районӗнче 362 лаптӑк, Шупашкар районӗнче 349 лаптӑк, Етӗрне районӗнче 127 лаптӑк, Красноармейски районӗнче 119 лаптӑк, Ҫӗрпӳ районӗнче 103 лаптӑк, Ҫӗнӗ Шупашкарта 117 лаптӑк асӑрханӑччӗ.
Вӗсен хуҫисене тишкерсен, ҫурри — уйрӑм ҫынсем. Муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхне ҫирӗплетменнисем 38,3 процент йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра «халӑх инвентаризацийӗ» малалла пырать. Вӑл кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑй-хал культурипе спорт ӗҫченӗпе, РСФСР тата СССР тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗпе Геннадий Герасимовпа сывпуллашнӑ.
Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнчи «Ритуаллӑ пулӑшу» пӳлӗмӗнче иртнӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемсӗр пуҫне кунта Шупашкарти бокс ветеранӗсем те пухӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Мельников, Геннадий Герасимов вӗрентсе ӳстернӗ В. Соколов, В. Лаптев, Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ В. Садырга тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ.
Герасимов Геннадий Николаевич 1931 ҫулта Етӗрне районне кӗрекен 2-мӗш выҫҫӑлкӑра ҫыралнӑ. Чӑваш Ен, Украина, СССР ТҪФ чемпионӗ пулнӑ, РСФСР шайӗнче иртнӗ турнирсенче ҫӗнтернӗ. 20 спорт мастерне вӗрентсе ӳстернӗ, ҫав шутра Чӑваш Енрен тухнӑ пӗрремӗш олимп бокс чемпионне Валериан Соколов, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Владимир Мельник. Валерий Уледеркинпа тата Михаил Степановпа пӗрле «чӑваш бокс шкулне» йӗркелекенсенчен пӗри.
Авӑнӑн 19–20-мӗшӗсенче республикӑри халӑх пултарулӑхӗпе культура ҫурчӗ Элӗк районне ҫитсе вирьял чӑвашӗсен фольклорне пухнӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗ ҫакнашкал экспедицисене час-часах ирттерет, чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене пухать. Ҫулҫӳревре пухнӑ юрӑсене хатӗрлесе кӗнеке кӑлараҫҫӗ. Акӑ 2002 ҫулта этнографи ушкӑнӗнчи чӑвашсен ача-пӑча, туй, хӑна тата салтак юррисене пухса 5 кӗнеке кӑларнӑ.
Хальлӗхе тури чӑвашсен юррисен пуххи ҫук-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче экспедисем ирттернӗ. Анчах ку материалсене, шел те, хальлӗхе кун ҫути кӑтартман. Ҫапла тури чӑвашсен юррисене упраса хӑварас тӗллевпе Элӗк районне ҫул тытнӑ.
Экспедици маршручӗ 8 ял урлӑ выртнӑ. Ватӑ ҫынсем пулӑшнипе 70 ытла юра ҫырса илнӗ. Вӗсен йышӗнче туй юррисем, Ҫӑварни юррисем, салтак юррисем, утӑ ҫулма кайнӑ чухнехи тата ача-пӑча юррисем пулнӑ. Пухнӑ материала хатӗрлесе тури чӑвашсен юра пуххине кӗртӗҫ.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ йывӑҫсем, чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсене Етӗрнере пурӑнакан Анна Михайлова тӑхӑр ҫул «ҫитӗнтерет» ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсене вулавӑша килекенсем курма пултараҫҫӗ.
Малтанах Анна Ҫӗнӗ ҫул валли вӗтӗ шӑрҫаран чӑрӑш хатӗрленӗ. Унтан юман, пилеш «чӗрӗлнӗ». Анна ҫак ӗҫе журналтан пӑхса вӗреннӗ. Пурӑна-киле унӑн аллинче ӗҫ вӗреме тытӑннӑ.
Унӑн килӗнче вӑрман ӳсет темелле. Пур йывӑҫ та — вӗтӗ шӑрҫаран. Анна унран чечексем те, капӑрлӑхсем те хатӗрлет. Анна ку ӗҫе хӑнӑхса пынине ҫӗҫ калать, мӗншӗн тесен унӑн вӗренмелли нумай-ха.
Анна ку ӗҫпе чунӗ ыйтнипе аппаланать. Алӗҫӗпе вӑл мӗн ачаранах кӑсӑкланнӑ. Темиҫе ҫул каялла Етӗрнене Леонид Якубович килсен вӑл ӑна тӗрленӗ картина парнеленӗ. Унччен вӗсем упӑшкипе «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра пулса курнӑ. Унта вӗсем урапа выляса илнӗ.
Анна малашне вӗтӗ шӑрҫаран пысӑк кӳлепесем ҫыхма вӗренесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |